«Ялан янра, чăваш чĕлхи!» 1-мĕш фестиваль иртрĕ

«Ялан янра, чăваш чĕлхи!» 1-мĕш фестиваль иртрĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Якуртушкăнь культура çуртĕнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа Çĕмĕрле муниципалитет  шайĕнчи «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» 1-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестиваль вăйă картипе пуçланчĕ. Уява Çĕмĕрле муниципалитет округĕн Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрĕмĕн председателĕ Андрей Александрович Мостайкин уçрĕ. Çĕмĕрле тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртрĕ. Фестивале  хутшăнакансене çавăн пекех Çĕмĕрле  муниципалитет округĕ администрацийĕн  вĕренÿ, спорт тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ  Ренат Алексеевич Чебутаев, Çĕмĕрле муниципалитет округĕн администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секретарĕн заведующийĕ Наталья Валерьевна Николаева саламларĕç. Якуртушкăнь вăтам шкул ертӳçи Елена Владимировна Пакулаева килнĕ хăнасене  ăнăçу сунчĕ. Вăл чăваш йăли-йĕркине ачарнах тытса пымаллине асăнса хăварчĕ.

Фестивале хутшăнакансем пилĕк  ăмăртура  тупăшрĕç.

«Чăваш вăййи» ăмăртура шкул ачисем  чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пачĕç.

«Сăмах хăвачĕ» ăмăртура 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ  каласа пачĕç.

 «Асамат кĕперĕ» ăмăртура 4-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ пулчĕ.

«Юмах тĕнчи» ăмăртура 1-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем И.Я.Яковлев  юмахесем  тăрăх инсценировкăсем кăтартса пачĕç.

«Ăс-тăн вăййи» ăмăртура 8-10 классенче вĕренекенсем чӑваш халӑх историпе культурине, чӗлхипе йӑли-йӗркине пӗлнине тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа тупăшрĕç.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ акт залĕнче иртрĕ. Уява  хутшăннисене сертификат, çĕнтерÿçисене диплом парса чысларĕç. Фестиваль  вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсене, ашшĕ-амăшне, власть тата культура тытăмĕнче вăй хуракансене пĕрлештерчĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăван халăхăн культурипе йăли-йĕркине пит аван пĕлнине кăтартса пачĕç. Уяв савăнăçлă та хаваслă иртрĕ.