Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2023 çулхи нарăс уйăхĕн
01-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен Петĕр Хусанкай поэт çуралнăранпа 115
çул çитнине халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2023»
фестивалĕ иртрĕ.
Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 439 ача хутшăнчĕ.
Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла
вуласа кăтартрĕç.
Çакна палăртмалла, ачасен сăвă ритмĕпе рифмине тытса пырас хăнăху çирĕп вăй
илсе пырать. Чи килĕшекенни вăл – фестивале хутшăнакан сăвă темине, П. Хусанкай
шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни.
Çĕнтерÿçĕсен йышне Якуртушкăнь шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Аня
кӗме пултарчӗ. Аньăна тата унăн ертÿçине
саламлатпăр! Малашне те çитӗнўсем туса пыма
сунатпăр.