«Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ
Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Якуртушкăньри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе 6-мĕш класра Албутова Н.М. ертсе пынипе «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» викторина иртрĕ. Викторинăра ачасем тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Ачасем хăйсен тавра-курăмне тĕрĕслерĕç. Вăйă ачасен тимлĕхе, шухăшлава аталантарма пулăшрĕ. Питĕ интеселĕ иртсе кайрĕ паянхи вăйă, ачасене кăмăла кайрĕ. Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет. Ӑнӑҫу сире, хаклӑ ачасем!