Ĕнер, Тĕнчери студентсен кунĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăри аслă шкулсенче инженери-техника специальноçĕсене вĕренекен çамрăксемпе, вĕсен преподавателĕсемпе, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче çитĕнÿ тунă çынсемпе курса калаçрĕ. Тĕл пулу Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти политехника институтĕнче иртрĕ.
Президент тата унпа пĕрле килнĕ ЧР экономика министрĕ Иван Моторин, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Президент канашçи – Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Всеволод Агаков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ыттисем чи малтанах аспирантсемпе студентсен ăслăлăхри ĕçĕсемпе паллашрĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем – пултаруллă çамрăксене çул уçса пама йĕркеленĕ У.М. Н.И.К. программăн гранчĕсене тивĕçнĕскерсем. Михаил Васильевича водород упрамалли нанотрубкăсен моделĕ те, конференц-залăн фойинчи çамрăксен проекчĕсен куравĕ те питĕ кăсăклантарчĕ. Вăл кашнин умĕнче чарăнса çак çĕнĕлĕхсемпе малашне ăçта тата мĕнле усă курассине тĕпчерĕ. "Çапла пулса ан тухтăрччĕ: проекчĕ паха, модельне хатĕрленĕ, анчах малалла аталанни çук, – терĕ вăл. – Çавăнпа та экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсене производствăпа çыхăнтарасси – тĕп тĕллев. Аслă шкулсемпе предприятисем пĕрле ĕçлесен кăна ÿсĕм тума пулать".
Михаил Игнатьев институтра республикăри çамрăксен форумĕн программипе килĕшÿллĕн иртнĕ ăслăлăх-практика конференцийĕнче те çак шухăша палăртрĕ. Вăл çамрăксене ăслăлăх каçалăкĕнче тата хăюллăрах пулма ырă сунчĕ. Патшалăх пултаруллисене пур енлĕ пулăшма тăрăшать. Çавна май вăл, студентсен ыйтăвĕсене хуравласа, Чăваш Ен Президенчĕн стипендиачĕсен йышне Ÿçулсерен 1000 çамрăк илет/ ÿстерме шухăшлани пирки пĕлтерчĕ. "Çамрăксенчен хăйсенчен нумай килет, хавхалану, ăнтăлу пулсан пурнăçра хăйсен вырăнне тупаççех. Професси пĕлĕвĕ паракансен вара вĕсене ĕç рынокĕ кĕтекен специальноçсене илме пулăшмалла", – терĕ вăл.
Президент студентсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнсе каларĕ. Çак тĕллевпе республикăра паха условисем туса пама тăрăшаççĕ. Сăмах май, Чăваш Енре маунтинбайк, ухăран перес, биатлон тата çăмăл атлетика енĕпе федерацин тăватă центрне уçма хатĕрленеççĕ. Шупашкарта физкультурăпа спортăн виçĕ комплексне тума йышăннă. Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе паллă çынсем те тÿпе хывма хатĕр. Тĕл пулăва Михаил Игнатьев Президентпа пĕрле биатлон енĕпе тăватă хут олимп чемпионĕ, вун пĕр хут тĕнче чемпионĕ, вун тăхăр хут çĕр-шыв чемпионĕ Александр Тихонов хутшăнчĕ. Вăл хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Политехника институчĕн директорĕ Александр Акимов Чăваш Енри аслă шкулсенче техника инновацийĕсемпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах май, ăслăлăх гранчĕсемшĕн тупăшмалли конкурса 2009 çулта пирĕн республикăран ЧПУпа политехника институчĕ 70 ĕçпе хутшăннă, пĕлтĕр вара ултă аслă шкул, пĕр техникум тата темиçе предприяти проект тăратнă. Ÿсĕм – куç умĕнчех. Иван Моторин министр – Чăваш Республикин пысăк технологиллĕ инноваци проекчĕсем, Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Михаил Резников, "Промтрактор" АУО ĕç тăвакан директорĕ Сергей Щетников хăйсен предприятийĕсенче çĕнĕ технологисене мĕнле ĕçе кĕртни çинчен каласа пачĕç.
Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/12896/index.php?id=s181019119860