6 – мĕш класра «Чи маттурри» вăйă иртрĕ

Шкулта 6 – мĕш  класра «Чи маттурри» вăйă иртрĕ. Ачасем 5 станцире пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Пурте хытă тăрăшрĕç. «Çăлтăрсем» ушкăн «Ваттисен сăмахĕсем» станцире ыйтусем çине тĕрĕс хуравларĕç.  «Юрă» станцире «Çеçпĕлсем»  палăрчĕç. 1-мĕш вырăна «Çеçпĕлсем»  тухса «Чи маттурри» ята тивĕçрĕç.

Пурне те ăшшăн саламлатпăр! Малашне татах та хастартарах пулăр! Маттурсем!!!